Ытти хӑш-пӗр ҫул ҫанталӑк ака уйӑхӗн ҫуррисене ҫитнӗ-ҫитмен ӑшӑтса яраканччӗ. Кӑҫалхи ҫур аплах васкамарӗ. Ҫапах та ҫакӑ хресчен те йӑраланнине пӗлтермест. Чӑван Енӗн ял хуҫалӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнчи лару-тӑрӑва иртнӗ ҫулхи ҫав тапхӑртипе танлаштарса тишкерсен ҫуртрисене кӑҫал пӗлтӗрхинчен икӗ хут ытларах акма ӗлкӗрни палӑрать. Ял хуҫалӑх предприятийӗсем хальлӗхе 107 пин гектара ҫӗннӗ. Процент ҫине куҫарсан, ку вӑл 52% тенине пӗлтерет.
Кӑнтӑр енчи районсенче ҫӗр те маларах пулса ҫитнине кура ака-сухана маларах тухаҫҫӗ. Комсомольски, Шӑмӑршӑ тата Елчӗк тӑрӑхӗсенче, акӑ, ҫурхи ӗҫсем вӗҫленсе пыраҫҫӗ — асӑннӑ енчи хресченсем палӑртнинчен 82 процент ытларах акма ӗлкӗрнӗ. Ку енпе ҫурринчен иртнӗ Элӗк, Канаш, Пӑрачкав, Вӑрмар, Ҫӗрпӳ, Тӑвай районӗсенче те хирти ӗҫ-хӗл япӑх мар хӑвӑртлӑхпа пырать тесе палӑртать ЧР ял хуҫалӑх министерстви.
Республика шайӗнче 11 хут иртекен «Литературӑллӑ Чӑваш Ен: 2011 ҫулти чи нумай вулакан кӗнеке» ӑмӑртӑва пӗтӗмлетнӗ. Аса илтеретпӗр: унта республикӑри кашни вулавӑш тенӗ пек хутшӑнса халӑх кӑмӑллакан кӗнекене суйларӗҫ.
Хаклавҫӑсен йышӗнче филологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ Виталий Григорьевич Родионов, Чӑваш кӗнеке издательствин директор ҫумӗ Галина Алексеевна Матвеева, ЧПГӐИ аслӑ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ Вера Витальевна Никифорова, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн чӑваш литература кафедрин преподавателӗ Николай Николаевич Осипов, И.Н. Ульянова ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн доценчӗ Елена Петровна Чекушкина-Нарпи, Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗн «Чӑваш кӗнеке» центрӗн заведующийӗ Галина Павловна Соловьева пулчӗҫ. Вӗсем пурӗ 151 кӗнеке пӑхса тухрӗҫ.
Чи нумай вуланакан кӗнекене палӑртма хаклавҫӑсен пурӗ 61 451 ыйтӑм хутне тишкерме тиврӗ. Ӑмӑртӑва элӗксем хастар хутшӑнни палӑрчӗ — вӗсем 12 960 анкета ҫырса тултарнӑ иккен! Ҫавӑн пекех Патӑрьел, Вӑрмар, Елчӗк районӗсене асӑнма пулать — вӑл тӑрӑхсенчен килнӗ ыйтӑм хучӗсен йыше 8 553, 6 202, 5 418 пулчӗ.
Вӑрмар районӗнчи Арапуҫри ял вулавӑшӗнче Пӗтӗм тӗнчери театр кунӗ тӗлне «В творческом горении — высшая радость» кӗнеке куравӗ йӗркеленӗ.
Вӑл икӗ пайран тӑрать: «Гордимся своим земляком» тата «О театре». Пӗрремӗш пайне Ефим Никитин паллӑ драматурга халалланӑ. Ефим Никитич хӑйӗн хайлавӗсене чӑвашла кӑна ҫырнӑ-ха та ӗнтӗ, анчах вулавӑш ӗҫченӗсем курав ятне вырӑсла парас тенӗ. Мӗн тейӗн, самани ҫапла — чӑвашла йӗркелеме хал ҫитмест ҫав хӑшӗ-пӗрисен. Арапуҫра ҫуралса ӳснӗ Ефим Никитин ку тӗлӗшпе пӗр-пӗр шӳт шутласа тупӑччех ӗнтӗ.
Тепӗр пайӗ вара театр ҫинчен каласа парать — вулакансем Надежда Павлова тата ытти паллӑ артистсем пирки пӗлме пултарӗҫ.
2009 ҫултанпа Вӑрмар районӗнчи 209 ветеран кил-ҫуртне лайӑхлатма пултарнӑ. Кун пирки район сайчӗ пӗлтерет.
2008 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнчи Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн 714-мӗш Хушӑва пурнӑҫланӑ май кӑҫал районти 30 ветерана сертификат алла тыттарнӑ. Виҫҫӗшӗ вӗсенчен вӑрҫӑ ветеранӗсем, 27-шӗ — тӑлӑха юлнӑ арӑмсем. 22 сертификатпа усӑ курнӑ та ӗнтӗ — федераци хуснинчен уйӑрнӑ укҫа-тенкӗпе кил-ҫурта лайӑхлатнӑ.
Иртнӗ канмалли кунсенче Вӑрмарти хоккей лаптӑкӗнче Вӑрмарпа Тӑвай районӗсен хоккей ушкӑнӗсем хушшинче тӗлпулу иртрӗ — вӗсем ҫак вӑйӑра хӑйсен ӑсталӑхне тӗрӗслерӗҫ.
Кӳршӗллӗ районсен ушкӑнӗсен тӗлпулӑвӗ 5:5 счётпа вӗҫленчӗ. Матч хыҫҫӑнхи хушма вӑхӑтра вара мала вӑрмарсем тухрӗҫ — 2:1.
Пӗлме: нарӑсӑн 14–15-мӗшсенче Йӗпреҫре республикӑн VI хӗллехи ял спорт вӑййисем иртӗҫ. Ку тӗлпулу икӗ ушкӑншӑн та ҫак ӑмӑртӑва хатӗрленас тӗлӗшпе самай пысӑк пулӑшрӗ теме пулать.
Сӑнсем (85)
Раштавӑн 22-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх филармонинче Чӑваш Ен наци радиовӗн «Иксӗлми ҫӑлкуҫсем» конкурсне хутшӑннӑ Республикӑри чи пултаруллӑ фольклор ушкӑнӗсен фестиваль концерчӗ пулчӗ.
Пурӗ 26 коллектив хутшӑнчӗ. Вӗсен хушшинче — Пысӑк Енккасси Культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Ҫӑлкуҫ» ушкӑн, вӑл диплом илме тивӗҫ пулчӗ. Культура министрӗ ушкӑн ертӳҫине А.А.Яковлевана тав ҫырӑвӗпе чысларӗ.
Кивӗ Вӑрмар пӗвине епле юсанине тӗрӗслесех тараҫҫӗ — ӗнер, юпан 25-мӗшӗнче ӗҫсем епле пынипе Вӑрмар район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Константин Никитин, ҫурт тӑвӑмпа халӑх усӑ куракан инфраструктурӑн аталану пайӗн ертӳҫи Александр Тихонов тата Кивӗ Вӑрмар ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Николай Борисов паллашнӑ.
Пӗвене «Стройсервис» ТМЯО юсать. Ку ӗҫе тума вӑл уҫӑ аукционра выляса илнӗ. Килӗшӳ тӑрӑх «Стройсервис» пӗвен шахтине тата тӗкӗлесе тӑракан юпасене тӗпрен юсамалла, ҫавӑн пекех шыв управӗн валне ҫирӗплетмелле. Организацин маҫтӑрӗ Дмитрий Геннадьевич шантарнӑ тӑрӑх пур ӗҫе те планпа туса ҫитерме тӑрӑшӗҫ.
Ҫак кунах ӗҫлӗ ушкӑн Чулкас ял тӑрӑхӗнчи Ямпай ялӗнче ҫутӑ кӗртесси епле пынипе паллашнӑ. Чӳк уйӑхӗнче Ҫамрӑксен урамӗнче «ЭнергоСетьСтрой» ТМЯО ҫутӑ пуласса шантарать.
Сӑнсем (24)
2012 ҫул пуҫланнӑранпа патшалӑхпа муниципалитет пурлӑхне приватизациленӗ ӗҫре Чӑваш прокуратури 120 ытла йӑнӑш тупнӑ.
Тӗслӗхрен, Энӗшпуҫ шкулӗн 8 пӳлӗмне (361 м2) сутнине прокуратура палӑртнӑ. Приватизацилеме Вӑрмар район пухӑвӗн депутачӗсем те, администрацийӗ те хирӗҫ пулман. Ҫӗнӗ хуҫа вара пӳлӗмсене ҫӗрулми ампарӗ вырӑнне усӑ курнӑ.
Прокуратура сута-илӳ килӗшӗвне пӑрахӑҫлама ыйтнӑ хыҫҫӑн суд вӗсемпе килӗшнӗ. Прокуратура ӗҫченӗсем ӑнлантарса панӑ тӑрӑх патшалӑхпа муниципалитет ҫурчӗсене халӑха усӑ кӳме тунӑ, ҫавӑнпа та саккун вӗсене приватизацилеме чарать.
Вӑрмар районӗнчи Аслӑ Пинерте пысӑк ӗҫ пырать — кунта ҫӗнӗ шкул ҫуртне тума тытӑннӑ.
Аслӑ Пинер ялӗнчи шкул 1892 ҫулта уҫӑлнӑ. 1925 ҫулта шкулӑн ҫуртне хӑпартса ҫитернӗ. 1961 ҫулта вара хальхи кирпӗч ҫурта тума тытӑннӑ. Кӑҫал вара Аслӑ Пинер шкулӗ валли кирпӗчрен ҫӗнӗ капӑр ҫурт хӑпартма пуҫланӑ.
Ҫӗнӗ ҫурт икӗ хутлӑ, унта пурӗ 160 ача вӗренме пултарайрать. Шкулта газпа ӑшӑтакан котельнӑй, гараж пулӗ.
Хальхи вӑхӑтра 1-мӗш хутӑн стенине хӑпартаҫҫӗ. Ӗҫе УӖСО «Урмарская» (чӑв. «Вӑрмарти») АХО пурнӑҫлать, пурӗ 18 ҫын вӑй хурать, техника шучӗ — 3. Ҫулталӑк вӗҫлениччен 45 миллион тенкӗлӗх ӗҫ тума палӑртаҫҫӗ. Шӑнтиччен тулашри ҫыхӑну ӗҫӗсене туса ҫитересшӗн: газпа шыв пӑрӑхӗсене хурса тухасшӑн, каяш шывӗсен системине тӑвасшӑн, ӑшӑ кӗртекен системӑна вырнаҫтарасшӑн. Ҫурла уйӑхӗ вӗҫленнӗ май ҫанталӑк ӑшӑпа хавхалантармасть пулин те ҫурта хӑпартакансем ӗҫе пӑрахмаҫҫӗ, вӑй ҫитне таран ӗҫ тӑваҫҫӗ.
Аслӑ Пинер шкулӗн ҫӗнӗ ҫуртне тепӗр ҫул, 2013 ҫулхи авӑнӑн 1-мӗшӗнче хута ямалла.
Ваттисем калашле, ӗҫӗ йӗплӗ пулин те, ҫимӗҫӗ сиплӗ пултӑр!
Вӑрмар районӗнчи Чупай ял тӑрӑхӗн администрацийӗ яла пырса кӗнӗ вырӑнта кӑтарту хӑми вырнаҫтарма тахҫанах ӗмӗтленнӗ. Тӗллев тинех пурнӑҫланнӑ. Пуҫарӑва ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Валерий Андреевӑн йӗркеленӗ, ҫапла май ял чикӗленнӗ икӗ вырӑнта нумай пулмасть пысӑк баннерсем ҫирӗпленсе ларчӗҫ. «Ырӑ сунса кӗтетпӗр» енче, «ял сӑнӗ» ҫинче, Чупайран тухнӑ паллӑ ҫынсен сӑнӗсем, «Телейлӗ ҫул пултӑр» енче вара ялти футбол командин калӑпӑшлӑ сӑнӳкерчӗкӗ, палӑк, шкул, чиркӳ...
Асӑннӑ ял тӑрӑхӗн администрацийӗнчен пӗлтернӗ тӑрӑх хӑма ҫинчи информацие вӑхӑтран вӑхӑта улӑштарса тӑрӗҫ.
Ку пуҫару республикӑн ытти тӑрӑхсенче те анлӑ сарӑлнӑ пулсан питӗ чаплӑ пулӗччӗ ӗнтӗ. Хальлӗхе вара, шел те, ял ячӗсене чӑвашла ҫырни сайра хутра ҫеҫ тӗл пулкалать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.08.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Альберт Канаш, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Илья Арсентьевич, чӑваш журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чиндыков Борис Борисович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Дегтярёв Геннадий Анатольевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Азизов Загид Керимович, географи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |